| 2168 | Упа ватнӑ ҫын купаран та хӑранӑ. | Упа |
| 2169 | Упа вӑйлӑ та, сӑнчӑрта теҫҫӗ. | Упа |
| 2171 | Упа вӑрманта тирне сутать. | Упа |
| 2170 | Упа ӗмӗрне те ҫӑвӑнмасть, пурпӗр пыл ҫиять. | Упа |
| 2172 | Упа йӑвинче мӑйӑр ан шыра. | Упа |
| 2173 | Упа кутӗнчен ҫӑм татса илнӗ. | Упа |
| 2175 | Упа кутне сапсан виҫ кун мӗкӗртет. | Упа |
| 2174 | Упа кутне ҫу юраман тет. | Упа |
| 2176 | Упа пулӑшсан ӳпре те тур лашана ҫурнӑ тет. | Упа |
| 2177 | Упа та пӗччен пурӑнмасть. | Упа |
| 2178 | Упа тени пыл юратать. | Упа |
| 2179 | Упа тытасси ҫава туптасси мар. | Упа |
| 2180 | Упа тытма кайнӑ чух вырӑн сарса хӑвар, пӑши тытма кайнӑ чух тупӑк туса хӑвар. | Упа |
| 2181 | Упа упа хыҫҫӑн утать. | Упа |
| 2182 | Упа урине ҫуласах хӗл каҫать. | Упа |
| 2183 | Упа хӑй ҫурине хӑй ҫимест. | Упа |
| 2184 | Упа хыҫҫӑн чупакан йыттӑн хӑлхи ҫурӑлнӑ. | Упа |
| 2185 | Упаленсе йӑлӑхсан упа та ик уран тӑнӑ. | Упа |
| 2186 | Упана пурте паллаҫҫӗ, упа хӑй никама та палламасть. | Упа |
| 2188 | Упана ҫӗнтерекен кашкӑр айне пулнӑ. | Упа |
| 2187 | Упана та ташлама вӗрентеҫҫӗ. | Упа |
| 2189 | Упана упа ҫимест, кашкӑра кашкӑр ҫимест. | Упа |
| 2190 | Упаран хӑтӑлнӑ, кашкӑра ҫолӑхнӑ теҫҫӗ. | Упа |
| 2191 | Упари пине ҫулӑхнӑ. | Упа |
| 2192 | Упари упара тет, кашкӑрти кашкӑрта тет. | Упа |
| 2193 | Упасӑр туй пулмасть тет. | Упа |
| 2202 | Упате тытакан ҫыннӑн умӗ пӳлӗннӗ. | Упӑте |
| 2194 | Упашӑн тискер сахал теҫҫӗ. | Упа |
| 2195 | Упӑльтӑк ӗҫнипе упа пулма ҫук. | Упа |
| 2200 | Упӑте вӗлернӗ ялта йыш ӗрчемест. | Упӑте |
| 2201 | Упӑте ҫӳлерех улӑхнӑҫем кутне ытларах кӑтартать. | Упӑте |
| 2203 | Упӑте шучӗпе ҫу килмест. | Упӑте |
| 2204 | Упӑтенӗн йӗмӗ ҫук, тавлӑ ҫыннӑн хакӗ ҫук. | Упӑте |
| 2196 | Упи вилсен ташши те пӗтет. | Упа |
| 2197 | Упи ташламӗччӗ те, хуҫи хистет. | Упа |
| 2199 | Упине тытмасӑр тирне ан сут. | Упа |
| 2198 | Упине тытмасӑр тирне ан сӳ. | Упа |
| 1934 | Урнӑ йыттӑн ури те ҫыртать тет. | Йытӑ |
| 1935 | Ускӑн йыттӑн усси ҫук, вӗрме тӑрсан вӗрни ҫук. | Йытӑ |
| 2322 | Ут иртӗхни тихана йывӑр. | Ут — Лаша |
| 2323 | Ут капантан хӑрамасть. | Ут — Лаша |
| 2324 | Ут капантан хуйхӑрмасть, йытӑ шӑмӑран хуйхӑрмасть. | Ут — Лаша |
| 2325 | Ут кӳлнӗ чух ӗне савӑнса тӑрать тет. | Ут — Лаша |
| 2326 | Ут ҫинче — выртса пӑх, ҫуран — тӑрса пӑх. | Ут — Лаша |
| 2327 | Ут ҫухалсан нӑхтипе хыҫҫӑн ут. | Ут — Лаша |
| 2329 | Ут та вӑйран кайса туртмасть. | Ут — Лаша |
| 2330 | Ут таканланӑ чух шапа та урине тӑснӑ тет. | Ут — Лаша |
| 2328 | Ут тӑвать те, вӑкӑр ҫиет. | Ут — Лаша |
| 2331 | Ут туртмасан урапа кусмасть. | Ут — Лаша |
| 2332 | Ут усрама утӑ кирлӗ. | Ут — Лаша |